Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ертсе пыма каллех ют регионти ҫынна шанма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист пӗлтернӗ. Ҫук-ха, ҫирӗплетсех каламан.
Пирӗн республикӑри шалти ӗҫсен министрӗн тилхепине Виктор Шметкова тыттарма пултараҫҫӗ имӗш. Вӑл — шалти службӑн генерал-майорӗ. Хальхи вӑхӑтра Виктор Анатольевич Шалти ӗҫсен министерствин Волгоград облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Аҫтӑрханти патшалӑхӑн пулӑ промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен, 1996 ҫулта Раҫҫейӗн ШӖМӗн Управлени академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен тыӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Волгоград облаҫне ӑна 4 ҫул каялла куҫарнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑччӗ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.