Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнле майпа тата ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1.30 сехетре, ҫуннӑ. Лавкка икӗ хутлӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑ уҫнӑ. Ҫулӑм суту-илӳ залӗнче алхаснӑ. Унти тавар ҫунса кайнӑ, лавккан стенисемпе маччи сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем виҫӗ пушар цистернипе ҫитнӗ.