Акатуй уявӗсем районсемпе ялсен шайӗнче кӑна мар, шкулсенче те иртеҫҫӗ. Нумай пулмасть, ав, Акатуй уявне Пушкӑртстанри Пелепей хулинче вырнаҫнӑ чӑваш гимназинче ирттерчӗҫ.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче иртрӗ Акатуй. Унта пӗрремӗш класра пӗлӳ пухакансенчен пуҫласа директор таранах хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑсемпе ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ, юрӑпа ташӑ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗлӗве тӗрӗслеме те манмарӗҫ — экологипе историе епле пӗлнипе ӑмӑртрӗҫ.
Чи матуррисем, чи хастаррисем вара парнелле пулчӗҫ — вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.
Пелепей хулинчи чӑваш гимназире 2011-12 вӗренӳ ҫулӗ ҫапла вӗҫленчӗ. Чӑн та маттурсем!