Шупашкар хула администраци ертӳҫин Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линине» эрне каярах ирттерӗҫ. Маларах хула ҫыннисемпе калаҫассине ҫӗртмен 20-мӗшне палӑртнӑччӗ. Ҫавах та политикӑпа кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — вӑл кун Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн «тӳрӗ линийӗ» иртмелле. Ҫакна шута илсе вырӑнти «тӳрӗ линин» кунне ҫӗртмен 27-мӗшне куҫарнӑ, ҫапла май вӑл эрне каярах пулӗ.
Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ. Алексей Ладыковпа иртекен «тӳрӗ лини» вӑхӑчӗ сехет ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлӗ — 10 ҫурӑпа 12 сехетчен.
Вырӑнти влаҫ органӗсем шантарнӑ тӑрӑх шӗкӗр хулара пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан хуть те мӗнле ыйту та пама пултарӗҫ.