Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫулти арҫынна халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр те пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӑйӗнпе пӗр ҫулхи хӗрарӑма вӑл хыҫран пырса йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳкнӗ хӗр пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ.
Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр унтах ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.