Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 8 000-мӗш кӑларӑм!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2012 08:38 | 1443 хут пӑхнӑ

Муркаш районӗн хаҫачӗ пуҫласа 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номер «Колхозник сасси» ятпа пичетленнӗ. Хаҫат эрнере пӗр хут, 1200 экземплярпа тухса тӑнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ Ф.И. Малышкин пулнӑ.

«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ятпа район хаҫачӗ 1965 ҫулта тухма пуҫланӑ. Редактор пулса номерсене пичете В.Т. Смирнов алӑ пуснӑ. Хальхинче хаҫат эрнере виҫӗ хутчен вулакан патне ҫитнӗ. Тиражӗ те малтанхи номерсемпе танлаштарсан тӑватӑ хут пысӑкрах пулнӑ.

Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ. Самани те улшӑнчӗ. Район хаҫачӗ вара унчченхи пекех районта пурӑнакансемшӗн кӗтнӗ хӑна пулса тӑрать. Кӗтнӗ хӑна ҫеҫ мар, шанчӑклӑ канашҫӑ та, ҫывӑх юлташ та.

«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» халӗ 4635 экземплярпа саланать. 21 район хаҫачӗ хушшинче ку 4-мӗш кӑтарту. Пысӑкрах тиражпа паян Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Патӑрьел район хаҫачӗсем ҫеҫ пичетленеҫҫӗ.

«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» республикӑри тӗрлӗ конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 4 хутчен ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗчӗ, «Прессӑн ылтӑн фончӗ» пахалӑх паллине тивӗҫрӗ.

8 пинмӗш номер пичетленнӗрен район хаҫатӗнче тӗрлӗ ҫулсенче редакторта ӗҫленисене ятран аса илер: Ф.И. Малышкин, А.Е. Соловьев, П.П. Павлов, П.С. Семенов, И.Г. Мешаков, А.П. Оньков, Г.И. Ульянов, В.Т. Смирнов, А.С. Толмасов, Д.В. Гордеев, В.Д. Шемекеев, А.И. Хованский, Г.А. Андреев, Л.М. Шапошников.

Паянхи коллектива 1993 ҫултанпа А.И. Тихонов тӗп редактор ертсе пырать. Редакцире нумай ҫул вӑй хуракан В.Л. Шапошников, А.П. Белов пай ертӳҫисемпе тата О.Ф. Суворова корректорпа юнашар куллен ӑсталӑха ӳстерекен Н.Н. Николаева пай ертӳҫи, А.А. Белова оператор, Р.А. Макарова корреспондент ӗҫлеҫҫӗ. Райхаҫат редакцийӗнче малтанхи ҫулсенче тимленӗ аслӑ юлташӗсен ырӑ йӑлисене малалла аталантараҫҫӗ.

Пичет ветеранӗсене А.А. Черновӑна, А.М. Шарикова, Н.Ф. Скворцова тав сӑмахӗ калатпӑр.

Эпир юбилейлӑ номер тухнӑ ятпа «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫата ҫырӑнса илекенсене, ӑна килӗрен валеҫекен почтальонсене, хаҫатпа куллен ӗҫлӗ ҫыхӑну тытакансене, ялкорсене, пире ырӑ сунакан мӗн пур ҫынна саламлатпӑр.

«Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫата утӑ уйӑхӗнчен илсе тӑма ҫырӑнма сӗнетпӗр. Юнкунсенче хаҫат 4 страницӑпа, шӑматкунсенче хальхи пек 6 страницӑпа мар, 8 страницӑпа тухать. 6 уйӑха ҫырӑнмалли хак — 204 тенкӗ.

Малашне те пӗрле пулар!

#Муркаш районӗ, #хаҫатсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем