Паян Чӑваш Енре хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр пӗлӗчӗсем пухӑннӑ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ырӑ ҫумӑр килмест – ҫапла калаҫҫӗ халӑхра. Чӑнах та ҫапла пулса тухнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 14 сехет 55 минутра Канаш хулинче тачка пӗлӗтсем капланнӑ, унтан пӑр ҫума пуҫланнӑ. Ҫынсем ҫакна видео ӳкернӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Пӑрпа хутӑшла юр 5 минута яхӑн ҫурӗ. Унтан тӳпе тасалчӗ, нимӗн те пулман тейӗн. Палӑртмалла: пӗлтӗр те ҫак кун юр ҫунӑччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче те пӑр ҫунӑ. Ыран вара Шупашкарта ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем.