Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ Шупашкара куҫ хывнӑ. Ҫакӑн пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарта 12-мӗш хут иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн тӳрисемпе, фестиваль хӑнисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха.
Унта хутшӑнакансене Чӑваш Ен ертӳҫи «Эпир сире Шупашкарта курма яланах хавас. Яланлӑхах юлас текенсене савӑнсах йышӑнӑпӑр», — тенӗ.
Пресс-конференцире пулнӑ Надежда Смирнова журналист ӗнентернӗ тӑрӑх,
«Шупашкарта тымар яма килӗшнисенчен пӗрремӗшӗ илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюри председателӗ Одельша Агишев» пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӳрех куҫ хывнӑ-мӗн. «Эпӗ уҫӑлса ҫӳреме юрататӑп. Ӗнер ирхине Шупашкарта ҫапла тума май пулчӗ. Хула питӗ таса пулни тӗлӗнтерчӗ. Кунта сывлама ҫӑмӑл. Эпӗ ҫак хулара яланлӑхах юлма хатӗр», — тенӗ Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ.