Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ.
Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси.
«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе Атнер Петрович Хусанкай паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ. Куҫару моделӗпе те килӗшрӗҫ.
Чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртессипе Геннадий Анатольевич Дегтярёв тухса калаҫрӗ. Вӑл ыйту мӗнле ҫуралнипе паллаштарчӗ, мӗншӗн ҫак вариантсене суйласа илнине каласа пачӗ. Комисси пайташӗсене Ижедер Ф., Ишентер Н., Рсай В., Кели Г., Еллиев Е. ҫыравҫӑсен псевдонимӗсем тавлаштарчӗҫ. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн списока вырӑсла вариантсемпе пуянлатма (тавлашулли вӗсен хушшинче те тупӑннине асанчӗҫ), списока кӗмен псевдонимсене хушма йышӑнчӗҫ.
Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн кӑҫалхи 2-мӗш ларӑвне чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерме килӗшрӗҫ, вӑл кун чӑваш чӗлхин орфографи правилисен ыйтӑвӗпе тухнӑ статьясен тишкерӗвне тума, культура учрежденийӗсен чӑвашла ячӗсене ҫирӗплетме тата ытти ыйтусене пӑхса тухма килӗшрӗҫ.
Саланас умӗн комисси пайташӗсем Иван Андреевич Андреева ура ҫине тӑрса асӑнчӗҫ. Паллӑ чӗлхеҫӗн паян ҫуралнӑ кунӗ, пурӑннӑ пулсан 84 тултармаллаччӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин чӗлхесен сакунне тунӑ ӗҫе те хастар хутшӑнни пирки асӑнчӗҫ.