Шупашкарти ҫул-йӗре юсакан предприятисенчен пӗрин, «Дорэксӑн», пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Иванов асфальтпа 700 пине яхӑн перекетлеме пултарнине хавхаланса пӗлтернӗ. Ҫак сӑмах Шупашкарӑн сити-менеджерне шухӑша путарнӑ. Яваплисене вӑл асфальт пахалӑхне тӗрӗслеме хушнӑ. Алексей Ладыков асфальт перекетлекенсене ырламан. Ҫакна вӗсен мала хумалла маррине, материал пахалӑхне чи малтанах тӗпе хумаллине палӑртнӑ. «Дорэкс» предприяти асфальта «Дорстройсервисран» туяннӑ иккен. Ҫавӑнпа та асфальт пахалӑхне шӑпах ҫав предприятире тӗрӗслӗҫ. Асфальта ҫеҫ мар, ӑна туянмалли аукциона епле ирттернине те. Асфальта мӗнле материалтан хатӗрленине те хаклӗҫ.
Ҫула сарнӑ чух усӑ курнӑ материала лабораторие ярӗҫ. Унсӑр пуҫне — асфальт материалне те.
«Дорстройсервис» предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ-мӗн. Унӑн хуҫи — Александр Юрьевич Данилов.