Ӗнер Чӑваш Енре асар-писер ҫанталӑк хуҫаланнӑ: ҫил вӑйланнӑ, хӑш-пӗр районта ҫумӑрпа пӗрле юр та ҫунӑ.
Ӗнер ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 13 муниципалитетра 34 ялти хӑш-пӗр ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе 9 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 33 объект шар курнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, электричество линине йӗркене кӗртнӗ, ҫынсен килӗсенче халӗ ҫутӑ пур. Вӑйлӑ ҫиле пула сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха сирес тесе 87 ҫын, 27 техника ӗҫленӗ. Ҫав кунах, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫынсен килӗсене ҫутӑ панӑ. Лару-тӑрӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ.