Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш илемлӗ сӑмахлӑхӗн анлӑ та пулӑхлӑ уйӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алексей Леонтьев 26.04.2019 18:10 | 12186 хут пӑхнӑ
Интервью Культура

ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ

«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене монографи концепцийӗн авторӗсенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертсе пыракан ӗҫтешӗ Виталий Григорьевич Родионов профессор хуравлать.

– Виталий Григорьевич, палӑртса хӑварни ытлашши пулмӗ: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) кӑларнӑ 2 томлӑ кунашкал монографи Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрин те ҫук.

– Чӑнах та, пирӗнпе кӳршӗллӗ е инҫетерех тӗпленсе пурӑнакан халӑхсем ҫакнашкал тӗпчевсем кӑларайман-ха. Мӗншӗн? Ку ыйтӑва пирӗн хуравламалла мар... Кирек мӗнле тӗпчев ӗҫӗ валли чи малтанах «чӗр тавар» – усӑ курмалли материалсем – кирлӗ. Чӑваш литератури Урал-Атӑл тӑрӑхӗнче чи «ваттисенчен» пӗри пулнӑ май, паллах, тӗпчемелли ытлашшипех. Тӗп ыйту – тӗпчевҫӗсем пур-и, вӗсен квалификаци шайӗ ҫителӗклӗ-и? Пур, ҫителӗклӗ. Паллах, материал нумай чухне чи пӗлтерӗшлине суйласа илсе пӗтӗмлетме пӗлмелле. Ку енӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ тӗллеве чыслӑн пурнӑҫларӗ тесе ҫирӗплетсех калатӑп. Монографие республикӑн «Чӑваш Ен культури: 2010–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ҫавна май унӑн концепцине, тытӑмне, хатӗрлесе ҫитернӗ статьясене институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн, литература тӗпчевӗн секцийӗн ларӑвӗсенче темиҫе хут сӳтсе явнӑ, ӗҫ ушкӑнӗн йышӗ пирки те ҫавнах каламалла.

Совет саманинчи литература тӗпчевӗн шайне, ҫав шутра пирӗнне те, тӗрлӗрен хаклатпӑр. (Кунта социализм реализмӗпе тӳнтер социологизм меслечӗсем ҫинчен нумай калама пулать, анчах ку хальхи калаҫу теми мар.) Анчах пӗр чӑнлӑха асра тытар: чӑваш литературин иртнӗ тапхӑрсенчи тата паянхи историне тӗпчекенсем пурте Николай Васильевӑн (Шупуҫҫыннин) «Краткий очерк истории чувашской литературы» (1930 ҫ.), Михаил Сироткинӑн «Очерки истории чувашской литературы» (1956 ҫ.), Владимир Абашевӑн «Чувашская поэма» (1964 ҫ.), Геннадий Хлебниковӑн «Чувашский роман» (1966 ҫ.) ӗҫӗсемпе вӗренсе ӳснӗ. «Современная чувашская литература» (1971 ҫ.), «Чӑваш совет литератури» (1972 ҫ.), Георгий Федоровӑн «Чӑваш литератури (1945–1985)» (2004)…», «XX ӗмӗрти чӑваш литератури. 1900–1950 ҫулсем: литература историйӗн тӗпчевӗсем» (2012 ҫ.) кӗнекесем, уйрӑм анлӑ статьясем те литература тӗпчевне палӑрмаллах пуянлатрӗҫ.

Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗнче – чӑваш литературин аталанӑвӗн хӑйне евӗрлӗ тапхӑрӗсем. 1-мӗш пай ҫак сыпӑксенчен тӑрать (кӗнеке вырӑсла тухнӑран, вулаканран каҫару ыйтса, ҫак чӗлхепех илсе кӑтартатӑп): «Эпоха поиска чувашской национальной идеи», «Эпоха канонизированного соцреализма»* 2-мӗш пай: «Эпоха “оттепели” и отход от канонов соцреализма (1956–1969), «Период поиска новых литературных направлений и жанрово-стилевых открытий (1970–середина 1980-гг.)»; 3-мӗш пай: «Время перестройки и возвращение эстетических критериев (середина 1980–2000 гг.)». Пӗрремӗш кӗнекери тишкерӳ статйисене ЧПГӐИ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ӗҫченӗсем филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина, ҫыравҫӑсен портречӗсене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифорова, И.В.Софронова, Э.В.Родионова ҫырнӑ.

– Материалсене халӗччен усӑ курман меслетпе вырнаҫтарни тӳрех курӑнать…

– Тишкерӳ статйисем хыҫҫӑн литература портречӗсем пичетленнӗ. Вӗсенче Константин Ивановӑн (авторӗ Н.Ефремова-Ильина), Николай Шупуҫҫыннин (И.Софронова), Ҫеҫпӗл Мишшипе Петр Осиповӑн, Иван Мучипе Ю.Скворцовӑн (В.Никифорова), Ҫемен Элкерӗн (И.Кириллова), Петӗр Хусанкайӑн (Э.Родионова), Митта Ваҫлейӗпе Хветӗр Уярӑн, Ухсай Яккӑвӗн (А.Мышкина), Геннадий Айхин (А.Хусанкай) пултарулӑхне пур енлӗн уҫса панӑ.

– Очерксене пӗр калӑппа виҫсе ҫырманнине те асӑрхатӑн.

– Мӗншӗн тесен кашни тӗпчевҫӗн хӑйӗн стилӗ. Тӗп критери кунта – ку е вӑл ҫыравҫа сахал сӑмахпах епле те пулин туллин хакласси. Вулакан ытти поэт-прозаик-драматург портречӗсем мӗншӗн ҫук тесе ыйтма пултарать. Пӗрремӗшӗнчен, эпир пурин портретне те вырнаҫтарма тӗллев лартман. Иккӗмӗшӗнчен, чӑваш литературин жанрӗсене аталантарма хутшӑннӑ мӗн пур ҫыравҫӑ ҫинчен тишкерӳ статйисенче каласа кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, чӑваш литературин 1923–1929 ҫулсенчи тапхӑрне тӗпченӗ сыпӑкра ун чухне уйрӑмах палӑрнӑ Ф.Павлов, А.Милли, Г.Комиссаров (Вантер), В.Рсай, Илле Тӑхти, И.Максимов-Кошкинский, П.Осипов т.ыт. пултарулӑхӗ тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Ытти пайсене те ҫак меслетпех хатӗрленӗ.

– Иккӗмӗш кӗнеке тытӑмӗпе малтанхинчен урӑхларах, калӑпӑр, тишкерӳ статйи ҫук. Мӗншӗн?

– Малтанхи тапхӑра чӑваш литературин жанрӗсем туллин йӗркеленнӗ ҫулсем темелле. Ҫавӑнпа та иккӗмӗш кӗнекери сыпӑксене литературӑн уйрӑм тӗсӗсен тишкерӗвӗсем кӗнӗ: литература тӗпчевӗпе критика (В. Родионов, Э.Родионова), проза (А.Мышкина, В.Никифорова), поэзи (Н.Ильина-Ефремова, В.Никифорова), драматурги (И.Кириллова).

– Тӗпчев ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗ тепӗр уйрӑмлӑхӗ – иккӗмӗш кӗнеке вӗҫне вырнаҫтарнӑ «XX ӗмӗрти чӑваш культурипе литература пурнӑҫӗн хроники» (В.Никифорова пухса хатӗрленӗ). Виталий Григорьевич, кӗске ҫак хроникӑна, тен, Чӑваш литературин энциклопедийӗн никӗсӗ тесе йышӑнмалла та ӗҫлеме пуҫламалла мар-и?

– Пурна-киле ку ыйту пирӗн тӗпчевҫӗсен ӗҫ планне кӗрессе питех те шанас килет.

– Эсир ертсе пынӑ пултарулӑх ушкӑнӗ хатӗрлесе кӑларнӑ ҫак ӗҫе 2018 ҫулшӑн ӑслӑлӑх енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Ӑнӑҫу сунатпӑр.

– Тавтапуҫ.

 

Алексей ЛЕОНТЬЕВ калаҫнӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #литература, #тишкерӳсем, #кӗнекесем, #ӑслӑлӑх, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2515.38.6473
2019.05.20 18:53
Agabazar
Кĕтсе илеймĕн.
Agabazar // 2515.38.6473
2019.05.20 18:55
Agabazar
Донцова арçын мар вăл, хĕрарăм.

Вăл çын мĕнле шайра çырнине вуласа пăхмасăр пĕлме май çук.
Базиль Кириллов // 6824.4.4793
2019.05.20 20:57
Элекҫей, ма пытанан кутник айне, эп санпа куймак ларса ҫиме хатӗр.
Алибасов // 6824.4.4793
2019.05.20 21:01
А.Леонтьев "трактатне" вулакансем темшӗн килӗштерсех каймаҫҫӗ, кичем ҫырать пулас.
Agabazar // 3037.37.7759
2019.05.21 19:53
Agabazar
"Элекçей" тени ытлашши пысăк чыс мар-ши?

Тен, "Алексей Петрович" тесен те çителĕклĕ?

Мĕне кирлĕ ахаль-махаль çыннах "Элекçей" тесе пĕлĕте çити çĕклесе яни? Э?
Лесник // 6824.4.4793
2019.05.21 20:44
Эп ӑна, хайхи-майхи Лёшкӑна, чӑваша хирӗҫ кайнисен шутне кӗртрӗм. Кун пирки кӗнеке ҫитес вӑхӑтра тухмалла.
2019.05.22 06:44
Акапасар, Сыру ĕçĕнче арçын хĕрарăм çук, е аван çыратăн е çук. Ку пустуй сăмах
Agabazar // 3974.89.5079
2019.05.22 12:23
Agabazar
Ну, тавай, леш хайхи ни арçын, ни хĕрарăм текеннисен парачĕсене çуре эппин, ăнман япала. Çыру ĕçĕпе пурнаканскер.
2019.05.30 12:51
Акапасар, кунта пĕр çукранах çырмаççĕ сан çинчен. Тĕрĕсех иккен. Мĕскер-тăр хăв çырма пултарсанччĕ, икĕ сăмаха пĕрре туса çыхăнтарацймастăн, çавах та чĕниш пулатăн. Йытă вĕрет, караван малалла утать, сан йышшисем патĕнче чарăнса тăма та йĕрĕнчек, хăвна хисеплеменни пулать
Алибасов // 3446.10.1330
2019.05.30 18:13
"Эпӗ" текен А.Л. каппайчӑк ӑҫта пытанчӗ? Чӗҫ туса ячӗ пулмалла,

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем