РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр хӗрарӑм хӑйӗн килӗ ҫумӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарса ярас тенӗ те сарӑмсӑр вилнӗ.
Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. 66 ҫулти хӗрарӑм пахча хыҫӗнчи ҫӳп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫулӑм ялкӑшнӑ май ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ вӑхӑтрах вилнӗ. Унӑн виллине каҫхине тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.