Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
PetrovaAG 27.04.2012 19:53 | 1589 хут пӑхнӑ
Конкурс вӑхӑтӗнче
Конкурс вӑхӑтӗнче

Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче И.Я.Яковлева тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсеренех тӗрлӗрен те тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ май шкулта акан 26-мӗшӗнче «Пултаруллӑ чӑваш вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем» конкурс ирттерчӗҫ. Конкурса хутшӑнаканӗсем шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николаева С.П., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Петрова А.Г. тата 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекен пикесем Юля Казаковӑпа Оля Соловьева пулчӗҫ.

Уяв каҫӗ питӗ илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ. Конкурса хутшӑнакансем чи малтанах чӑваш тумӗсемпе илемлӗн утса тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравласа ӑс пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Питӗ пултаруллӑ иккен вӗренекенсем те, вӗсене вӗрентекенӗсем те! Мӗн тери илемлӗ юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ вӗсем куракансене. Уява конкурсантсем вальс ташласа вӗҫлерӗҫ.

Жюри членӗсем конкурса хутшӑнакансене тӗрлӗ номинацисемпе хакларӗҫ. «Чи ҫепӗс юрӑҫ» ята Николаева С.П. тивӗҫ пулчӗ, 11-мӗш класс пики Соловьва Оля «Чи пултаруллӑ сӑвӑ вулакан», 10-мӗш класра вӗренекен Казакова Юля «Чи пултаруллӑ ташӑҫӑ» ятсене, чӑваш чӗлхи вӗрентекен Петрова А.Г. вара «Чӑвашлӑхшӑн ҫунса тӑракан чи маттур вӗрентекен» ята тивӗҫрӗҫ.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #Элӗк районӗ, #Чӑваш Сурӑмӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем