Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.