Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май хыпарсӑр ҫухалнӑ шӑписем ҫинчен асаилтерес килет. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул ҫитсен те нумай салтакӑн шӑпи паллӑ мар.
Паллах, http://www.obd-memorial.ru/ сайта туни шырама нумай майсем туса парать, анчах унта пӗтӗм документсем лекеймен, тулли мар тата хушаматсемпе ятсене, ҫуралнӑ вырӑнсене ҫырнӑ чухне нумай йӑнӑш тунӑ. Ҫавах та салтаксен шӑписене тӗпчемелле тесе шутлатӑп. Чӑваш республикинчен кӑна каялла ҫурри ытла таврӑнман, вӗсенчен 25-30% хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑн малтанхи тапхӑрӗнче ҫухалинсене тупма питӗ кансӗр, ҫав вӑхӑтра дивизисемпе армисем хӑйсен шӑписене пӗлтермесӗр ҫухалнӑ. Нимӗҫ пленне лекнисен хӑш-пӗрин шӑпине кӑна палӑртма пулать. Сӑмахран Канаш районӗнчи Йӑлмачча ялӗн каччи Иванов Николай Иванович (1920 ҫ.) 1941 ҫулта ҫарта пулнӑ, утӑн 3-мӗшӗнче тыткӑна лексе каярах ирӗксӗр вырӑнта вилнӗ.
2011 ҫулта РГВА трофей фондӗнче Рославлти плена лекнӗ салтаксен лагерӗнчи лазаретри салтаксене шута илнӗ кӗнекене тупнӑ. Унта асӑннӑ салтаксем хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ. Унта вилнисем хушшинче Патӑрьел районенчи Искачкин И.М., Мулкачев Н.Г., Ҫӗрпӳ районӗнчи Санькассинчи Мардарьев Кирилл Мордарьевич (1922), Муркаш районӗнчи Куҫкин ялӗнчи Иртеев (?) Федор Степанович.
Кунта Вязьмӑри плена лекнӗ салтаксен лагӗрӗнчи Чӑваш Республикинчи салтаксене асӑннӑ. Докуменчӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех Хӗрлӗ Ҫар аллине лекнӗ, анчах тӑванӗсем патне янӑ хутсем ҫинче «Умер в лазарете №2 (3), место погребения неизвестно» тесе ҫырнӑ. Кунти йыш пысӑкрах. Сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Сителтен Еремеев Василий Еремеевич, Шӑхачран Смолов Николай Алексеевич, Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Хирпуҫӗнчен Муравьев Осип Михайлович тата ыттисем те.
Германинче пленра пулнисен шӑпине пӗлме ҫӑмӑлрах. Саксон меморилӗ сайтӗнче ҫынсене алфавитпа тупма пулать. Сӑмахран «Албутов» хушаматпа 5 ҫын тухать.
Унсӑр пуҫне госпитальсенче вилнисене пурне те тупса палӑртман. Тӑнне ҫухатнӑ салтаксене нумай чухне ҫар чаҫне кӑна асӑннӑ. Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче салтаксен йӗркеллӗ документсем те пулман, ҫӑвӑнпа салтакӑн хушамачӗпе ятне тӗрес ҫырнӑ пулсан та тупма шанӑҫ пур.
Сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнчи Калдырмин Алексей Николаевичӑн хушаматне «Калдырмин Алексей Николаевич (1918), погиб в плену» Калдермин тесе ҫырнӑ, ял ятне те тӗресех ҫырман. Вӑл 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пленра вилнӗ, Фрайзинг Нойштифтра пытарнӑ.
Александр // 8129.8.0296
2012.05.03 09:01 | |
Вăл Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнчен. Халĕ тăванĕсене шыраççĕ.