Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Тупнӑ: ун патне ҫыру килнӗ, укҫа самаях тӳлеме шантарнӑ – 170 пин тенкӗ. Кун валли ҫӗрӗпе компьютер умӗнче ларса валюта курсӗ улшӑннине сӑнаса кӑна тӑмалла-мӗн.
59 ҫулти хӗрарӑм ҫапла тунӑ та: куҫ хупмасӑр ҫӗрӗпех валюта курсӗ улшӑннине пӑхса ларнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем укҫа тӳлессине каланӑ, комиссишӗн 7 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшнӗ.
Унтан «ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫын» каллех укҫа ыйтнӑ: «налукшӑн» 330 доллар куҫармалла-мӗн. Кун хыҫҫӑн тин Шупашкар хӗрарӑмӗ ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ, полицие заявлени ҫырма чупнӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви пурне те асӑрхануллӑ пулма ыйтать: палламан ҫынсем укҫа куҫарса пама ыйтсан ан килӗшӗр!