Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн экономика политикин, агропромышленость комплексӗпе экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Игорь Моляков ҫак тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти интересӗсене республика парламентӗнче хӳтӗлекен «халӑх тарҫи» комитет пуҫлӑхӗнчен кӑрма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче кашни фракциренех пӗр пайташа та пулин должность памаллине шута илсе Игорь Моляков тивӗҫӗсене малашне Сергей Семенов депутат пурнӑҫласа пырӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫитес вӑхӑтрах Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сиссийӗ пулӗ.