Ӗнер Раҫҫейӗн Общество палатинче «Закон 21» (чӑв. Саккун 21) пуҫарӑва сӳтсе явма пухӑннӑ. Унта сӑмах эрех сутас йӗрке пирки пырать. Асӑннӑ проект авторӗсем эрех-сӑрана 21 ҫултан аслӑраххисене ҫеҫ сутма ирӗк парасшӑн.
Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр ирттернӗ ыйтӑмра халӑхӑн 78 проценчӗ сӗнӗве ырланине палӑртнӑ. 41 проценчӗ ку йышӑну та ҫителӗксӗр тесе каланӑ-мӗн.
«Трезвая Россия» (чӑв. Урӑ Раҫҫей) федераци проекчӗн ертӳҫи Султан Хамзаев ҫӗнӗ сӗнӗве хӑйне евӗр бронежилет тесе хаклать.
РФ Общество палатинче иртнӗ итлеве Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоҫыру янӑ. Унта вӑл проекта ырланине палӑртнӑ.
ЧР ертӳҫин Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев итлеве хутшӑнайман. Пуш уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче вӑл ҫӗршыв регионӗсен ертӳҫисемпе Ямал-Ненец тӑрӑхӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ. Тӳре-шарана унта Газпром ертӳҫисем йыхравланӑ.