1914-1919-мӗш ҫулсенчи пулӑмсем Чӑваш Ен историне те кӗрсе юлнӑ иккен. 1916-мӗш ҫулта Брусилов генерал ҫар корпусӗ Австрипе-Венгри ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн 1,5 млн. тӑшман салтакӗ, вӗсен хушшинче чехсем, венгрсем тата нимӗҫсем тыткӑна лекнӗ пулнӑ. Ҫаксене Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче вӑрҫӑ пӗтиччен асӑрхаса усранӑ иккен, пинӗ-пинӗпе чукун ҫул тӑрӑх хӗвелтухӑҫ еннелле ӑсатнӑ. Ҫапла вара ӗнтӗ хӑш-пӗрине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ станцийӗсенче усӑ курма хӑварнӑ тет. Ҫак салтаксене ахаль тӑрантарса лартман иккен, ӗҫлеттернӗ.
Вӑрнар тарӑхӗнче те вӗсем чукун ҫул станцине хӑвӑртрах хута ярас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче усӑ кӑтартнӑ: ҫӗр чавна, чул катнӑ, ҫуртсем купаласа хӑпартнӑ. Ҫак «нимӗҫсем» 1916-17-мӗш ҫулсенче станцӑра пӑравуссене таса шывпа тивӗҫтерме пӗве картланӑ тата шыв уҫлакан насус станцине чулран купаланӑ иккен. Вӑрнара пӗрремӗш пуйӑс 1917 ҫул вӗҫӗнче ҫитнӗ теҫҫӗ. 1917-мӗш ҫулта тунӑ пӗве пуҫӗ тата кӗперӗсем хальхи куна та ҫирӗп лараҫҫӗ иккен. Ӗҫлеме пӗлнӗ ҫав ӗлӗк, тусӑмӑрсем.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.04.20 21:48 | |
Çĕрпӳ кĕперне те нимĕçсемех тунă пек илтсе... |