Пушӑн 12-мӗшӗнче Халӑх вӗренӗвӗн тата ӑслӑлӑхӗн профсоюз организацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗпе Зинаида Степановӑпа ЧР вӗренӳ министрӗ Срегей Кудряшов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кун пирки профсоюзӑн пресс-центрӗ пӗлтерет.
Вӗсем республикӑра вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пирки калаҫнӑ. Профсоюз вӗрентекенсен оклачӗсемпе ставкисене хӑпартмалла тесе шухӑшлать, ҫакна ҫине тӑрсах ыйтать.
Нумаях пулмасть Чӑвашстат вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 2018 ҫулхи вӑтам шалӑвне шутланӑ. Шкулти вӗрентекенсен кӑтартавӗ 24 356 тенкӗпе танлашнӑ, ача пахчинчи педагогсен – 22 500 тенкӗпе.
Виталий // 1018.1.2788
2019.03.16 21:49 | |
Тӗлӗнмелле ҫав: учитель ставки 5270 тенкӗпе танлашать! Ытти пӗтӗмпех хушма тӳлев...Вӑл камӑн пур, камӑн ҫук... Сӑмахран, ОГЭ, ЕГЭ, ВПР - физкультура, ӗҫ, музыка, чӑваш чӗлхи учителӗсен (вырӑс шкулӗнче).... Класс ертӳҫи те пурте пулаймаҫҫӗ... Тата вӑтам ӗҫ укҫи мӗн вӑл? Унта директорпа унӑн ҫумӗсем илекен шалу та кӗрет. Вӑл вара вӗсен тимиҫе хут пысӑк... Кама купӑста яшки, кама аш яшки... |