Шупашкарта 21 ҫулти хӗре тапӑнса суранлатнӑ, укҫа тӑпӑлтарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ. Хайхи арҫын ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ та унпа пӗрле подъезда кӗнӗ. Унта вара, никам та ҫуккипе усӑ курса, ӑна тапӑннӑ, укҫа ыйтнӑ. Ҫавӑнтах ӑна аллинчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӑраса ӳкнӗ пике арҫынна хӑйӗн банк карттине кӑларса панӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫак преступление тӑвакана тӳрех шырама пуҫланӑ. Сӑнласа кӑтартнӑ арҫынна йӗркелӗх хуралҫисем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ, ҫавӑнтах тытса чарнӑ.
Каласа хӑвармалла, 35 ҫулти ҫак арҫын йывӑр преступлени тунӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна хальхинче 10 ҫуллӑхах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.