Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.
Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.