Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн 2018 ҫулхи лауреачӗсене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 04.03.2019 23:02 | 1726 хут пӑхнӑ
Культура
Преми лауреачӗсене чыслани
Преми лауреачӗсене чыслани

Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 29 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 90 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ.

Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ:

1.Ефимов Лев Архипович аслӑ шкул вӗренӳҫине, истори наукисен докторне, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорне, Чӑваш наци академийӗн чӑн пайташне Чӑваш Республикин Красноармейски районӗн энциклопедине кӑларма сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикинчи таврапӗлӳҫӗсен Союзӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тӑратнӑ.

2.Михайлова Зинаида Петровна педагог-сӑвӑҫа, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗн председательне, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисепӗ ӗҫченне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне чӑваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2018 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, «Чун ӑшши» сӑвӑ кӗнекишӗн. Лауреат ятне пама Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тӑратнӑ.

3.«Газпром трансгаз Нижний Новгород» чикӗллӗ яваплӑхлӑ обществӑн филиалӗн – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин «Заволжский» клубне чӑваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2018 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн. Лауреат ятне пама «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз» – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин пӗрлештернӗ пуҫламӑш организацийӗ тӑратнӑ .

4.«Карай ен» фольклор ушкӑнне, чӑваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2018 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн. Лауреат ятне пама Красноармейски районӗнчи Карай ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӑратнӑ.

Преми илме тивӗҫлӗ пултаруллӑ ҫынсене чаплӑ лару-тӑрура лауреат Дипломӗпе медальне парса чыс турӗҫ.

Лауреатсене Красноармейски район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Р.М. Осипова саламларӗ, малашне те ҫирӗп вӑй-хал, иксӗлми пултарулӑх, пысӑк ҫитӗнӳсем, тулли телей сунчӗ. Район культурипе халӑх пултарулӑхне аталантарас енӗпе тӑрӑшакан хастарсене И.А. Прокопьев Хисеп хучӗпе чысларӗ, пӗрлӗхӗн пайташӗсене ҫӗнӗрен регистрациленӗ пайташ билечӗпе тивӗҫтерчӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв лауреатсен пысӑк концерчӗпе вӗҫленчӗ.

#Красноармейски районӗ, #премисем, #чыславсем, #культура, #Карай

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем