Муркаш тӑрӑхӗнчи «Путь Ильича» (чӑв. Ильич ҫулӗ) ял хуҫалӑх фирми ҫулран ҫул вай хушсах пырать. Тӗслӗхрен, хуҫалӑх ертӳҫисем ҫитес вӑхӑтра ӗне кӗтӗвне 1 пин пуҫа ҫитерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫак ӗмӗте пурнӑҫлама вара тар тӑкса тӑрӑшаҫҫӗ: кӑҫалхи ҫу вӗҫнелле кунта 500 ӗне валли вите туса пӗтермелле ӗнтӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Вязов пӗлтернӗ тӑрӑх кӗр ҫитиччен ҫӗнӗ ҫурта 600 пуҫ ӑратлӑ выльӑх килсе ҫитмелле иккен. Тепӗр ҫул вара ытти 500 пуҫ валли те вите хатӗр пулмалла.
Пысӑк ӗҫе халӑхсӑр тӑваймӑн, ҫавӑнпа та хуҫа каланӑ тӑрӑх выльӑх пӑхса ҫитӗнтерме шанчӑклӑ та ӑста ҫынсем сахал мар кирлӗ пулӗҫ. Ҫак тӗллевпе фирма пуҫлӑхӗ Шупашкарти ял хуҫалӑх академине вӗренсе пӗтерекен ҫамрӑксемпе килӗшӳ тума шутлать. Хальхи ҫамрӑка яла тавӑрма ҫӑмӑл маррине те туять Валерий Вязов — ҫулсем юсамалла, хватерсем хатӗрлемелле. Шывӗ те нушникӗ те килтех пултӑр. Мӑшӑрпа килес пулсан ӑна валли те ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлемелле. Ӗҫленипе кӑна мар, пуш вӑхӑта та савӑнӑҫлӑ ирттересшӗн ҫамрӑксен. Вязов каланӑ тӑрӑх хальлӗхе 30 ҫын валли общежити хатӗр — халь тесен халь килсе пурӑн.
Ҫитес ҫуркунне хуҫалӑх 1200 гектар ҫӗр пусса тырӑ акса хӑварасшӑн. Ку, паллах, ҫителӗксӗр ӗнтӗ, ҫитес ҫулсенче «Путь Ильича» хуҫалӑх юнашарти Элӗк районӗнче тепӗр 1200 гектар ҫӗр кивҫен илсе ӗҫе кӗртме ӗмӗтленет.
Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, хуҫалӑхри ӗҫсемпе Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килсе паллашрӗ. Республикӑпа шутласан пин ӗне вырнаҫтарма пултаракан виҫҫӗмӗш витери ӗҫсем епле пыни министра пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗҫ.
Мӗнех вара, Турӑ парсан, вӑй хурсан тем те тума пулать ӗнтӗ.