Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче Ҫавал ейӗве кайнӑ. Ирхине кӑна ҫыранран тухма 20 сантиметр юлнӑ пулсан каҫхи 21 сехетре вӑл виҫерен иртсе кайнӑ.
Паянхи лару-тӑрӑва пӑхсан — Кӗҫӗн Ҫавал та, Мӑн Ҫавал та ейӗве кайнӑ. Шыв вырӑн ҫитменрен юнашар ҫарансене йышӑнать. Уйрӑмах Кӗҫӗн Ҫавалпа шыв нумай анать — темиҫе ҫул каялла тунӑ дамба пулман пулсан Ҫӗрпӗве те шыв илнӗ пулӗччӗ. Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи кӗперсем юсавлӑ, нумай шыва вӗсем чӑтаҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗҫченӗсем те лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Сергей Артамонов та, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ӗҫ-пуҫ епле аталанса пынине пӗлсех тӑрать.