Юлашки вӑхӑтра Раҫҫей патшалӑхӗ халӑх йышӗ чакса пынипе пӑшӑрханма тытӑнчӗ: ӗҫ ҫыннисен шучӗ чакса пырать, хӗсмете тӑратма каччӑсем те ҫитсех пымаҫҫӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухнисен шучӗ те кӗҫех ӗҫлекеннисенчен ирттерет пулӗ. 1990-мӗшсенчи хаяр пулӑмсем кӗҫ-вӗҫ ӗнсерен килсе ҫапаҫҫӗ, хӑвӑрах астӑватӑр пулӗ — халӑх пачах та ача ҫуратма пӑрахрӗ вӑл вӑхӑтра, халӗ вара юратнӑ патшалӑх хыпаланса ӳкрӗ.
Паллах ӗнтӗ, тавлашма йывӑр, ача шучӗ ӳсмесессӗн патшалӑх пӗтесси те инҫе мар. Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксене хавхалантарма 11 тӗслӗ пособи-пулӑшу шутласа кӑларнӑ. Ҫак сӗнӳсем шутӗнче — 1,5–3 ҫулхи ачана амӑшӗ ача пахчине ярас килмест пулсассӑн — патшалӑх ӑна кӑҫалтан 4 330 тенкӗ укҫа парать. Ӗҫӗ-пуҫӗ пирӗн хӗрарӑмсем ача пахчисене килӗштерме пӑрахнинче мар, вӗсем ӗҫсӗр килте ларас килнинче те мар. Паллӑ ӗнтӗ — хулари хӗрарӑмсем ӗҫ тупайманнипе чылай нушаланаҫҫӗ, вӑт хайхи 4 330 тенкӗ ӗҫ укҫи пулса тӑрать те.
Шупашкар хулине илес пулсан — 969 хӗрарӑм пуш уйӑхӗнче ҫак пулӑшӑва илнишӗн чӑтма ҫук савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ.