Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Туслӑх хӗлхемӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 06.04.2012 22:10 | 1958 хут пӑхнӑ
Иртнӗ ҫулсенчи фестиваль саманчӗ. Л.Тарасова сӑнӳкерчӗкӗ.
Иртнӗ ҫулсенчи фестиваль саманчӗ. Л.Тарасова сӑнӳкерчӗкӗ.

«Туслӑх хӗлхемӗ» наци фестивальне ирттересси ҫулран ҫул вӑй илсе аталанса пырать. Вӑл темиҫе тапхӑра пайланать: малтанах ӑна шкулсенче, унтан район шайӗнче, юлашкинчен республикӑн тӗп хулинче ирттереҫҫӗ. Ака уйӑхӗн улттӑмӗшӗнче Комсомольски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине юратакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсем ирех Комсомольскинчи иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ.

Килнӗ хӑнасене районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ В.Г. Петрова тата ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.Г. Индюкова саламларӗҫ. Пурне те ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Информатика кабинетӗнче фестивальччен чылай маларах туса ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Чӑвашлӑх тӗнчи» мультимедиллӗ хӑтлавсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна кӑҫал чӑвашсен пирвайхи композиторӗсене: Степан Максимовпа Федор Павлова, халӑхсене ҫутта кӑларакан Н.Ильминскипе В.Магницкие, халӑх сӑмахлӑхне халалланӑ. Тупӑшакансенчен чылайӑшӗ композиторсен ӗҫ-хӗлне тӗпчесе тишкернӗ. Сӑмахран, Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен Снежана Морозова та ҫак темӑнах суйласа илнӗ, иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ вӑл ҫак конкурсра. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та ҫӑмӑлах пулмарӗ жюрире ларакансене: ҫулсерен хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ ӳссе пырать-ҫке! Ҫапах та хиртиявӑшсемпе хиртимӑнтӑрсене ҫитекенни пулмарӗ. Шупашкара финала кайма та Хирти Явӑш тӗп шкулӗн вӗренекенне шанса пачӗҫ тӳресем. Вырӑс тата тутар ачисем «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурсра хутшӑнса тӗрлӗ станцисенче тупӑшрӗҫ. Вӗсен Чӑваш ҫӗршывӗн паллӑ ҫыннисене те, тупмалли юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсене те пӗлмелле, тестсене те тӗрӗс хуравсем памалла, хӑйсен пултарулӑхӗпе те паллаштармалла. Кунта чи пултарулли Комсомольскинчи иккӗмӗш вӑтам шкулта вӗренекен Анастасия Шингалова пулчӗ. Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкулта вӗренекен Ирина Тимофеева иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Сӑрӑ ӑстисен «Шевле» конкурсне те кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ ачасем, хальхинче ҫак конкурса Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем те ҫывӑх вӑхӑтрах паллӑ пулӗҫ.

«Туслӑх хӗлхемӗ» яланах ҫунса тӑтӑр, унӑн ҫулӑмӗ чӑвашлӑх туйӑмне сӳнме ан патӑр!

#Туслӑх хӗлхемӗ, #Комсомольски районӗ, #шкулсем, #ӑмӑртусем, #Хирти Мӑнтӑр, #Комсомольски, #Хирти Явӑш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем