Раштав каҫӗнче Улатӑр районӗнчи чукун ҫул каҫҫи патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Халӗ ҫав арҫынна таптаса хӑварма пултарнӑ водителе шыраса тупнӑ, тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хыпарлать.
Чиркӳ праҫникӗн кунӗнче Алтышево поселокӗнчи чукун ҫул каҫҫи тӗлӗнче 42 ҫулти ентешӗн виллине асӑрханӑ, ҫывӑхрах ҫӑмӑл автомобиль пайӗсем выртнӑ. Полици ӗҫченӗсем арҫынна машина таптаса хӑварма пултарнине палӑртнӑ, ҫавӑнпах таврари ялсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нимӗнле информацисӗрех йӗрке хуралҫисем авари кам айӑпӗпе пулма пултарнине ӑнкарнӑ. Атрать ялӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулнӑ вырӑнта юлнӑ пайсемсӗр Renault Logan машинӑна курнӑ. Унӑн 27 ҫулти хуҫи Раштавра ҫула тухнине, анчах никама та ҫапса хӑварманнине каланӑ. Каярахпа аса илнӗ-мӗн: чукун ҫул урлӑ каҫма тӑрсан темӗскере пырса тӑрӑннӑ. Ун чухне вӑл машинӑран тухса та пӑхнӑ имӗш, анчах нимӗн те курман.
Палӑртмалла, ку тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.