Пушӑн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль премьери пулчӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов режиссёр пулса ҫур ӗмӗр каялла Петр Осипов ҫырнӑ камичӗ тӑрӑх «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» спектакль лартрӗ. Сцена илемне хатӗрлекенӗ — Чӑваш Ен халӑх художникӗ Юрий Матросов, ташӑсене лартаканӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов.
Каласа хӑварас пулать — спектакль паянхи кун та хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман: юратупа ҫемье, пуянлӑхпа чухӑнлӑх, туслӑхпа ултав теми яланах актуаллӑ. Артистсем те хӑйсен сӑнарӗсене лайӑх вылярӗҫ — халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хакларӗ. Уйрӑмах А. Степанов выляни куракансен кӑмалне кайрӗ — Эрех Ваҫҫи сӑнарӗпе вӑл халӑха култарма та пултарчӗ, шухӑша яма та.
Виҫӗмкун «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите курма май килмерӗ пулсан театр сцени ҫинче ӑна тепӗр хут пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лартӗҫ. Билет туянма, тӑванӑрсене пӗрле чӗнме ан манӑр!