Ҫак кунсенче ЧР ШӖМӗнче миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Андрей Смирнов патне тав ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Полици лейтенанчӗ ырӑ ӗҫе кӑҫал ҫуллах тунӑ-ха, анчах кун пирки ыттисем тав ҫырӑвӗ килсен кӑна пӗлнӗ.
Андрей Смирнов ун чухне каҫхине киле таврӑннӑ, ҫул ҫинче кӳршине курнӑ. Лешӗ такамӑн япалисене тупнине, вӗсен йышӗнче телефон пулнине пӗлтернӗ.
Хайхискерсем телефона ҫутнӑ кӑна – япала хуҫин амӑшӗ шӑнкӑравланӑ. 26 ҫулти хӗрӗ ҫухалнӑ-мӗн, унӑн куҫӗ япӑх курать, урамра ҫӳреме пӗлсех каймасть.
Полици лейтенанчӗ машина рулӗ умне ларнӑ та ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫуртсен картишӗсенче суккӑр хӗре шыранӑ. Темиҫе сехетрен вӑл ӑна тупнӑ, киле ҫитернӗ.