Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать.
Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ.