Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк.
Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр.