Пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, Белоруҫпе Литва хушшинчи чикӗре ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пулса иртнӗ тет. Чикӗне сыхлакансен куҫӗ умне юханшыв тӑрӑх ишсе пыракан сулӑ лекнӗ. Ӑна шывран кӑларсан ҫар ҫыннисем брезентпа хупланӑ темиҫе ещӗк пирус асӑрханӑ пулнӑ. Сулӑ хӑй тӗллӗн куҫман иккен, ун ҫинче электронлӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ мӗн — GPS-навигатор. Сигарет ещӗкӗсем палӑртнӑ вырӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитӗччӗҫ пулӗ те, анчах та сулӑна хӑнтӑрсем чарнӑ иккен. Ҫаксен пурнӑҫӗ шывра иртнӗ пирки хӑйсен йӑвисемпе тӑранса пурӑнмалли вырӑнӗсене ҫыран ҫинчи йывӑҫсемпе картласа хураҫҫӗ. Хайхи сулӑ касса антарнӑ йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ та иккен. Ҫапла вара «кучченеҫ» чикӗ сыхлакансен аллине лекнӗ. Ҫар ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх контробанда шутне кӗрекен япаласене ку меслетпе Белоруҫрен питӗ нумай куҫараҫҫӗ иккен.