Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ.
Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ.