Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Чӑваш Улхашра вырнаҫнӑ 1012-мӗш суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем халӑха суйлава пыма хистемелли меслет шутласа кӑларнӑ теҫҫӗ. Юнашар ялти халӑх ҫуртӗнче пӗлтӗр кинопӳлӗм ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Кунта халӑха тахҫанах килӗшнӗ киносем эрнешерӗн кӑтартаҫҫӗ ӗнтӗ. Суйлав вырӑнӗн ӗҫченӗсем йышӑннӑ тӑрӑх, кашни суйлавҫӑ хӑйпе пӗрле тепӗр ҫын суйлавра хутшӑнма хистесессӗн, иккӗшне те пӗр каҫ тӳлевсӗр кино кӑтартаҫҫӗ тет. Ҫитес кинокаҫӗ пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вырӑс Улхаш халӑх ҫуртӗнче иртмелле имӗш. Шупашкарти «Асамат» юрӑ ушкӑнӗ те ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ пулас, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑванкас халӑх керменӗче Леонид Антонов каланӑ тӑрӑх, ҫак ялӑн халӑхӗ суйлавра йышлӑн пулсан, тепӗр хут килсе савӑнтарма шантарнӑ.