Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӗле ӑсатрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 27.02.2012 22:13 | 2411 хут пӑхнӑ

Хӗрлӗ Чутайра «Сывӑ пул, Ҫӑварни!» уяв иртрӗ. Чутайсем хӗле юрӑ-ташӑпа, шӳт-кулӑпа ӑсатрӗҫ. Райцентрти «Ҫӗнтерӳ» лапамне халӑх питӗ йышлӑ пухӑнчӗ. Пухӑннисене Хӗрлӗ Чутай пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламласа уява хаваслӑ ирттерме чӑнсе каларӗҫ. Унтан сцена ҫинче Чутайри культура ӗҫченӗсем Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илнӗ ятпа концерт пуҫларӗҫ. Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ артистсем уява малалла тӑсрӗҫ. «Чи лайӑх пултарулӑ ушкӑнӗ» ята Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Кире пуканӗ йӑтасси, волейболла вылясси, вӗрен туртасси, пӗрене ҫинче вӑй виҫесси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче пурте хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем вӗри чейпе тутлӑ икерчӗ савӑнсах ас тиврӗҫ. Ҫӑварни лашасем чупнипе малалла тӑсӑлчӗ. Паньтӑк, Мӑн Этмен, Акчикасси, Хӗрлӗ Чутай тата Атнар ял тӑрӑхӗсенчен килнӗ капӑрлатнӑ лавсем ҫинчи юмах паттӑрӗсем, капӑр инкесем юрла-юрла Чутай тӑрӑх вӗҫтерчӗҫ. «Чи лайӑх виҫ лаша» ята Черепан ялӗнчен килнӗ виҫҫӗлле кӳлнӗ лав тивӗҫрӗ. «Чи лайӑх лав. Мухтавлӑ Чапаев» номинацире Хӗрлӗ Чутайсем мала тухрӗҫ. Уява хутшӑннӑ пур лав та парнесем илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Хӗрлӗ Чутайсем «Чи капӑр лаша» номинацире те малтисем пулчӗҫ.

Уяв вӗҫӗнче Анатолий Ейков ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе парнесем парса чысларӗ.

Юлашкинчен Хӗле ӑсатнӑ ятпа улӑмран ӑсталанӑ кӳлепене ҫунтарса ячӗҫ.

Сӑнсем (8)

#Атнар, #Туктамӑш, #Паньтӑк, #Ҫӑварни, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мӑн Этмен, #Акчикасси, #Хӗрлӗ Чутай, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем