Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Пуян» майрасем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.11.2018 15:13 | 9121 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ. Хулара вӑл йышши ҫӑкӑр-кукӑль тавраш пӗҫерсе сутакан лаввкасем пит нумай шӑтса тулчӗҫ-ха, пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче вӗсем валли вырӑн ҫук пулӗ тенӗччӗ. Ара, туянакансем ытларах хӑпӑл-хапӑл апатланма кӑмӑл тӑвакансем кӑна пулаҫҫӗ пуль тетӗп те… Ыттисем килте те апатланма пултараҫҫӗ вӗт. Анчах пирӗн посёлокра вырнаҫнӑ ҫав пекарьнӑн ӗҫӗ лайӑхах пырать иккен. Мӗн пӗҫернине, хакӗ йӳнех мар пулин те, халӑх хапӑл туянать. Хам та пӗрре мар вӗсем патне кӗрсе тухса. Мӗншӗн унта кӗме кӑмӑллӑ-ха? Чи пӗрремӗшӗ — сана никам та чӑвашла калаҫнӑшӑн хӑртса пӗтермест, вӑл та кӑна мар, сутӑҫи санпа кӑмӑллӑн чӑвашла калаҫать. Тата… Ҫамрӑк хӗрарӑм-сутӑҫ «Тепре те килӗр» тесе хӑварни кӑмӑла ҫав-ҫавах хӑпартатех, вӗсем патне тепре те кӗрсе тухас килет. «Акконд» сутӑҫине пула вара канихвет туянас кӑмӑл пур ҫӗртрех пӑрӑнса иртсе каяттӑм.

Пасар самани, каларӑм ӗнтӗ, хӑйӗн ӗҫне тӑватех. Пирӗн пӗчӗк посёлокрах, «Магнитпа» «Пятёрочка» лавккисене шута илмесен, тата 5-6 апат-ҫимӗҫ сутакан лавкка пур. Малтан тата та ытларахчӗ, анчах пысӑк лавккасем килнӗ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри хупӑнчӗ. Унсӑр пуҫне кризис та хӑйӗн ӗҫне турӗ пулас… Ҫавах лавккасен йышӗ пӗчӗк мар теме пултаратӑп — хупӑнмаҫҫӗ пулсан кашни хӑйне валли туянакана тупатех. Лару-тӑру паянхи кун ҫӑмӑл мар пулсан та.

Анчах пасар самани пулин те хӑш-пӗр чухне унӑн саккунӗсем те ӗҫлесшӗн мар. Сӑмах чӗлхе пирки пырать, пирӗн тӑван чӗлхе ҫинчен. Пасар саманинче клиента хӑвӑн майлӑ ҫавӑрас тесе тем те тума тивет. Хаксене йӳнӗрех тума, хитре реклама хӑмисем вырнаҫтарма, туянакансемпе тарават пулма тӑрӑшма тата ыт. те. Шел те, хӑш-пӗр сутӑҫсене ҫакӑ пырса тивмест. Те хуҫисемшӗн тупӑш кирлех мар, те кулленхи хутшӑнура палӑракан шовинизм вӗсен шухӑш-туйӑмне ҫав тери пӑтратса ҫитернӗрен вӗсемшӗн пирӗн чӗлхене хӑртасси тупӑш илессинчен те пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑрать.

Тепӗр тесен, тен вӗсем пуян? Лавкка сентри умне тупӑш илме мар, вӑхӑта ахаль ҫеҫ ирттерме кӑна пырса лараҫҫӗ? Паян ман пӗр пӗлӗшпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах шӑп ҫак шухӑш патне илсе ҫитерет те.

Хайхи ман пӗлӗш «Экспресс» лавккине кӗрсе канихвет-печени тавраш туянасшӑн пулнӑ. Куратӑр-и, пасар самани мӗн тӑвать? Ӗлӗкрех унта апат таврашӗ сутнине астумастӑп, халь, иккен, канихвет те туянма май пур.

— Печени илес терӗм те сутӑҫран тӑпӑрчӑпа ҫук-и тесе ыйтрӑм, — пӗлтерчӗ мана пӗлӗш. — Вӑл мана ӑнланмастӑп, сирӗн чӑваш чӗлхи Канашран ытла кирлӗ мар терӗ.

Юрать-ха, йӗркеллӗ чӗлхепе калаҫма ыйтман (куншӑн тав тумалла пуль?). Ытларах чухне вӗсем чӑваш чӗлхине темшӗн йӗркеллисен шутне кӗртмеҫҫӗ… Ман пӗлӗш ҫухалса кайман, Турра шӗкӗр пӗр чӗлхе ҫеҫ мар пӗлни ҫинчен лешне каланӑ. Сутӑҫ та ухмахра юласшӑн пулмарӗ тет — хӑй те вырӑс чӗлхисӗр пуҫне акӑлчанла пӗлни пирки шаплаттарса хучӗ тет. Анчах темшӗн акӑлчан чӗлхи пӗлни унӑн пурнӑҫ ҫулне ытлашшиех тикӗслетеймен пулас, паянхи кун вӑл лавкка сентри умӗнче ларса канихвет кӑна сутма тивӗҫ. Те акӑлчан чӗлхине пӗлекенсем ытла нумайран ку енӗпе хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартаймасть (ӗҫпе тивӗҫтерекенсене вӑл кирлӗ мар) пулас, сутӑҫ пулса ҫеҫ ӗҫлейрет.

Ку сутӑҫ-майра ятласа тӑкнӑ хыҫҫӑн ман пӗлӗш печени туянмасӑрах унтан тухнӑ. Анчах чейпе тутлӑ печенисӗрех сӑйланать тесе ан шутлӑр. Маларах пасар самани пирки ахаль каламарӑм. Паянхи кун лавккасем туллиех. Чукун ҫул вокзалӗн таврашӗнче пушшех те. Хайхи ман пӗлӗш «Акконд» лавкки умне пырса тухнӑ. Ку лавккари сутӑҫсем пирӗн унчченхи Ҫӗнӗ Лапсартисенни пек пулман, чӑвашла калаҫнӑшӑн харкашман, туянакан мӗн ыйтнине пӗтӗмпех илсе тухса панӑ.

— 400 тенкӗлӗх канфет-печени туянса тухрӑм, — савӑнса пӗлтерчӗ ман пӗлӗш. — Леш тӑманине те ҫавӑн пек выручка туса парӑттӑм.

Хӑйӗн шалти шовинизм туйӑмне чарайманнине пула апла-тӑк «Экспресс» лавккари хӗрарӑм-сутӑҫ 400 тенкӗллӗ тупӑша ҫухатрӗ. Те майри чӑн та пуян, 400 тенкӗ ҫухатни уншӑн темех мар... «Укҫапа тӑна кӗрт» (выр. Бить рублем) теҫҫӗ вырӑссем ун пек чухне. Чӑн та пӗри 400 тенкӗлӗх, тепри ҫавӑн чухлӗлӗх тӑкак (тупӑш илейменнине те тӑкаксен йышне кӗртеҫҫӗ) кӗртсен сутӑҫсем тӑна кӗреҫҫех. Хуҫисем те кама ӗҫе илесси пирки ытларах шухӑшлама пуҫлӗҫ. Тен, чӑваш чӗлхи Канаша ҫитме кӑна кирлӗ пулӗ те, ҫавах та суту-илӳ ӗҫӗ вӗсен паянхи самантра республика тулашӗнче мар пынине шута илме пуҫлӗҫ.

Сӑмах май, ырӑ енсем те пур. Пирӗн тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхи пек йышӑнакан сутӑҫсем те тупӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, «Пятёрочка» федераллӑ суту-илӳ тытӑмне илме пулать. Сӑнатӑп та вӗсем хӑйсен Шупашкарти лавккисене чӑвашла та илемлетме пуҫларӗҫ. Хальлӗхе ку ҫӗннисене кӑна пырса тивет-ха, анчах пурӑна-киле ыттисене те чӑвашлатӗҫ пуль тесе шутлатӑп. Хама илес пулсан, эп «Магнита» каяс вырӑнне, вӗсен лавкки ҫывӑхрах пулсан та

«Пятёрочкӑна» ялан ҫул тытатӑп. Кунти лавккана хальлӗхе чӑвашлатман пулсан та, «Магнит» мана кӑна ҫухатсах, уйӑхсерен темиҫе пин ҫухататех.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: «пуян» сутӑҫ-майра. Ман пӗлӗш тунӑ сӑн.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Акконд, #Шупашкар, #суту-илӳ, #чӑваш чӗлхи, #Ҫӗнӗ Лапсар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2018.11.17 13:31
Тархасшăн сутăçсене тата ытти ахаль çынсене "воспитывать" туса ан çÿрĕр. Сиенлĕ тата усăсăр япала вăл. Пулли "пуçĕнчен" çĕрет пулсан "пуçнех" сиплеме пуçлапмалла.
Agabazar // 1123.57.2895
2018.11.18 18:47
Agabazar
"Воспитывать тума" кирлĕ мар. Чăвашла витерес теççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем