Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ирхине полицие арӑмӗпе упӑшкине вӗлерни пирки хыпар ҫитнӗ. 51 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 47-ри арӑмӗн виллисене килӗнче тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку Патӑрьел районӗнче Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫак тискер ӗҫе вӗсен 49-ти кӳрши тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле 49 ҫулти арҫын вӗсем патне кӗнӗ. Унччен тем пайлайман вӑл кӳршисемпе, хайхискер шӑв-шав илтсе вӑраннӑ кил хуҫине кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл ҫывӑракан арӑмне ҫапла майпах вӗлернӗ. Ҫакна веҫех 9 ҫулти хӗрӗ, диван хыҫне пытаннӑскер, курнӑ.
Кӳршӗ арҫынӗ тискер ӗҫне тусан тухса утнӑ. Ирхине хӗрача аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулса иртни пирки пӗлтернӗ.
Agabazar // 4272.78.7367
2018.10.16 21:06 | |
Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов — çак ялтан тухнă çын. | |
мучи // 1893.12.1529
2018.10.17 07:10 | |
Тискер ҫинӑн киль йыш сене ялтан кӑларса ҫапмала. Ӗлек-авал умпек чӑваш ялсенче пулнӑ. | |
