Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ.
Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ.
Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ.