Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Атнер Хусанкай 70 ҫулхине уявлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.10.2018 05:57 | 2053 хут пӑхнӑ
Персона
Атнер Хусанкай
Атнер Хусанкай

Паян, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш ҫӗрӗн тата тӗнчин сумлӑ ҫынӗ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарать.

Атнер Петрович Шупашкарта 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл нумай енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан, тӗлӗнмелле интеллигентлӑ ҫын. Тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултарайман пулӗ. Ашшӗ — Петӗр Хусанкай, чӑваш халӑх поэчӗ. Амӑшӗ — Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки. Атнер Петрович Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвӗлтухӑҫ чӗлхисен факультетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн Хӗвелтухӑҫ чӗлхисен институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. Филолог, литература критикӗ, хӗвелтухӑҫ чӗлхисен тӗпчевҫи, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Социолингвистика, ономастика, куҫару ыйтӑвӗсен, чӗлхен поэзи тытӑмӗсен специалисчӗ.

Египет Араб Республикинче ҫар куҫаруҫи пулнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе тюркологи кафедринче ассистентра, аслӑ преподавательте, доцентра, профессорта ӗҫленӗ. Каярах вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тӑрӑшнӑ.

#ЧПУ, #персона, #юбилейсем, #Шупашкар, #ят-сум, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Убасси // 1940.38.5810
2018.10.08 16:11
САЛАМЛАТӐП!!!
Израильте палӑртасси пирки илтнӗччӗ. Тӗрӗс! Унта - Христос витӗмӗ.
Станислав Убасси.
Тимĕр Акташ // 3283.57.6815
2018.10.08 19:58
Хисеплĕ Атнер Петрович! Сире чаплă юбилей ячĕпе саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр! Эсир пирĕн чăваш ăс-хакăлĕ, пирĕн халăхăн хÿтĕлевçи, мăнаçлăх! Эсир пирĕн пĕрремĕш тĕп чăн-чăн чăваш политиксенчен пĕри. Эсир пĕрремĕш ЧНК Президенчĕ! ЧНК Хисеплĕ Президенчĕ! Эпир - сирĕн вĕренекенсем. Тавах Сире!
Рея // 3283.57.6815
2018.10.08 20:16
Хисеплĕ Атнер Петрович! Сире чун-чĕререн сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр! Пĕр ывăç тупанĕнче ырлăх пултăр, тепĕр ывăç тупанĕнче - пурлăх, вĕсене тытса пыма - сывлăх! Чăваш юманĕ пек çирĕп пулăр, чăваш сурпанĕ пек ĕмĕрÿ вăрăм пултăр! Юрату пултăр - кăкăр тулли, сывлăх пултăр - чĕре тулли, вăй-хал пултăр - ÿт-пÿ тулли... Мĕн ĕмĕтленни çитсе пытăр, шухăшланисем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Çĕр чăмăрĕ çаврăнать, Сирĕн пурнăç малалла аталанать, çĕр çултан сахал мар пурăнмалла пултăр. Пирĕн чăвашсем хушшинче сирĕн пек çынсем пурришĕн эпир мухтанатпăр, сирĕнпе мăнаçланатпăр.
Agabazar // 3033.17.5681
2018.10.08 21:01
Agabazar
Эс те Атнер, эп те Атнер —
Пӗрер черкке тӳнтерер. ©

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем