Шупашкарта пурӑнакан Андрей Романов савутра ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗнче вӑл отпуск илнӗ. Арҫын 30 кунра Крыма велосипедпа ҫитсе килме тӗллев лартнӑ. Ӑна пурнӑҫланӑ вӑл. Каялла ӗҫе вӑхӑтра ҫитес тесе Андрей кунсерен 150-шар ҫухрӑм кайнӑ. Ҫулҫӳревӗ пирки вӑл «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Арҫын питӗ васканӑ, ҫавӑнпа педале вӑйне шеллемесӗр ҫавӑрттарнӑ. Ара, кашни облаҫре чарӑнса паллӑ вырӑнсемпе паллашма та ӗлкӗрмелле вӗт. Вӑл Крыма ҫаврӑнса тухма та ӗмӗтленнӗ, анчах, шел те, ӗлкӗреймен.
Крым кӗперӗпе каҫнӑ чухне вара Шупашкар арҫынни ача пекех савӑннӑ, унӑн хӑватлӑ строительствинчен тӗлӗннӗ. Крымра вӑл пӗр ҫӗр кӑна выртнӑ. Тепӗр кунхине Шупашкаралла ҫул тытнӑ. Чӑваш Ене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче таврӑннӑ.
Ҫул ҫинче Андрей Романов 8 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫа апат ҫисе ҫеҫ пӗтнӗ. Вӑл кафере пӗрре те апатланман, хӑна ҫуртӗнче пӗр хутчен кӑна ҫӗр каҫнӑ.
Андрей пӗр уйӑхра 4350 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Унӑн опыт пур ӗнтӗ: вӑл пӗлтӗр Кавказа велосипедпа ҫитсе килнӗ. Ҫитес ҫул та отпускне ахаль ирттересшӗн мар. Хальлӗхе велосипедпа ӑҫта ҫитессине палӑртман-ха.