Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ каччӑн машини ҫул ҫинче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи «Киржач – Кольчугино» ҫул ҫинче чарӑннӑ та ытти водительтен пулӑшу ыйтас тесе алӑ ҫӗклесе тӑнӑ.
Анчах ӑна пулӑшас вырӑнне хӗнесе хӑварнӑ. Ун патне иномарка чарӑннӑ. Салонран икӗ арҫын тухнӑ та Чӑваш Енри каччӑна хӗненӗ. Кунпа кӑна ҫырлахман: 20-ри ҫамрӑкӑн икӗ телефонне, укҫине вӑрланӑ, унтан машинине чӗртсе янӑ.
Иртен-ҫӳрен водитель ҫулӑм ялкӑшнине курса чарӑннӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ҫав арҫынсене каҫхине тупнӑ. Вӗсем Кострома облаҫӗнче пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 51 ҫулти тата 38-ти арҫынсем пулнӑ.