«Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» — ҫапла ят панӑ Ефим Никитин хӑйӗн очеркне. Паян вӑл пирӗн электронлӑ вулавӑша вырнаҫрӗ.
Ефим Никитин тесен кам пирки калаҫу пынине, тен, хӑшӗ-пӗри чухламасть те пулӗ — Кӗлпук Мучи тесен вара ӑна пурте пӗлеҫҫӗ темелле. Илтессе те пулин илтнех ӗнтӗ.
Кӑҫал вара Никитин Ефим Никитич пултаруллӑ артист, драматург ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 100 ҫул ҫитет. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ ку. Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче вӑл ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак куна халалласа пирӗн сайт 1999 ҫулта тухнӑ (артист пирӗнтен 2000 ҫулта уйрӑлнӑ) «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» кӗнекене вулавӑша кӗртес терӗ. 240 страницӑллӑ вӑл, сӑнӳкерчӗксемпе (вӗсене кӗртмӗпӗр пулӗ). Пушӑн 22-мӗшӗ тӗлне ӑна пӗтӗмӗшле вырнаҫтарса тухасшӑн.
Паян вара унти «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» очеркпа паллашма пултаратӑр. Ҫак хайлавра Кӗлпук Мучи хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрне сӑнласа панӑ. Кӗҫех кӗнекери пьесӑсене те кӗртӗпӗр.
Шел те, тӗнче тетелӗнче ҫакӑн пек ӑста артист пирки ҫырнӑ статьясем ытла та сахал. Ҫавӑнпа та эпир сирӗнтен ыйтасшӑн — кивӗ хаҫат-журналта пӗр-пӗр статьяна тӗл пулсан ӑна пире сканерласа ярса парсамӑр — сайтра вырнаҫтарӑпӑр.