Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӗлхе каяш мар, вӑл пуянлӑх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.08.2018 14:41 | 19888 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле.

Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла. Паянхи пурнӑҫра кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине тракторист профессийӗнче мар, аслӑ пӗлӳллӗ курасшӑн. Ҫакна пурнӑҫа кӗртес тесе вара хӑйсен вӑхӑтне те пурнӑҫне те шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗллевӗ аслӑ пӗлӳ пулсан, ачана тӳрех вырӑсла ӳстерсен ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пек туйӑнать вӗсемшӗн. Шел те, 1970-90-мӗш ҫулсемччен чӑвашла вӗреннӗскерсемех ним йывӑрлӑхсӑр пысӑк вырӑна, чапа тухма пултарни «лайӑх пурнӑҫалла тӗмсӗлекен чӑвашшӑн» хӑйсен тӑван чӗлхине сыхласа хӑварса аталантарма сӑлтавламасть ҫав...

Вӗренсе тухса ҫын пулнӑ хыҫҫӑн та чӑваш чӗлхи кирлӗлӗхӗ вӗсене ытлах курӑнмасть. Мӗн теҫҫӗ-ха вӗсем? Чӑваш чӗлхи имӗш Канаша ҫитиччен кӑна кирлӗ. Инҫе каяс пулсан вара унта йӑлт вырӑс чӗлхи хуҫаланать. Питӗ инҫе каяс шухӑшлисем валли — акӑлчан чӗлхи. Канаш тетпӗр-ха та, анчах Канаша ҫитиччен те вӗт-ха паян чӑваш чӗлхи валли вырӑн юлмарӗ. Саккун тӑрӑх хутсене республикӑра чӑвашла ҫырма май пур пулин те кун пирки сайра хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Документацие чӑвашла тытса пыракан Чӑвашра пур-ши, ҫук-ши? Кӑтартмӑшсене те пулин чӑвашла ҫыртарас тесе халтан каятӑн та, ӑҫта унта хутсене чӑвашла хатӗрлесе пыртарасси?

Компьютерӗ, смартфонӗ, телевизорӗ — нихӑш ҫак япала та паянхи кун чӑвашла пӗлмест. Ҫук, чӑваш чӗлхине вӗрентме пулать-ха, анчах ятарласа тунипе кӑна. Лаввкаран илсе килнинче чӑваш чӗлхи ҫук. Чӑваш чӗлхи сарӑмне хӑвӑн лартмалла. Ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑнма хӑнӑхнисене вара кунашкал хушма ӗҫ ним тума та кирлӗ мар — вырӑсли пуртан вӗсем вӑл чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ. Шел те, пирӗн республика влаҫӗ ҫак ыйту ҫине пач та пӑхмасть, асӑрхамасть те ӑна.

Пӗтӗмлетсе каласан чӑваш чӗлхипе практикӑллӑ усӑ курма паянхи пурнӑҫра питӗ хӗн. Ку енӗпе нимӗнле йывӑрлӑх та пулман пулсанах чӑваш чӗлхин хӑрушлӑхӗ ҫав териех ҫивӗч тӑмӗччӗ ӗнтӗ. Кирлине туйса халӑх хӑйех хӑйӗн ачине вӗрентӗччӗ, ыттисем те пӗлме тӑрӑшӗччӗҫ. Тӗслӗх пек инҫе кайма та кирлӗ мар. Хуралта ӗҫлекен Юра Яковлев шухӑшлавҫӑ мана нумай пулмасть пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ. Иккен ҫурт хӑпартнӑ вырӑнта ӗҫлекен пӗр вырӑс прорабӗ чӑвашла вӗреннӗ. Икӗ уйӑх хушшинчех вӗрентӗм тесе калать тет. Чӑваш чӗлхи ӑна мӗн тума кирлӗ пулнӑ тетӗр-и? Кут хыҫӗнче чӑвашсем мӗн калаҫнине пӗлес килнипе вӗреннӗ вӑл.

Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхӗ пирки калаҫнӑ май бизнеса та айккинче хӑвармалла мар. Унта вара ҫӑмӑллӑхсем ялан шыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗр чӗлхе пулсан бизнесшӑн самай ҫӑмӑлрах текен шухӑш унта анлӑ сарӑлнӑ. Калӑпӑр, енчен те тӗрлӗ хута икӗ чӗлхепе е пӗр чӗлхепе ҫырмалла пулсан, паллах, бизнес иккӗмӗшне суйласа илет. Анчах бизнес хӑй те саккунсене пӑхӑнса тӑрать. Ак, «Акконд», канихвет хучӗсем ҫине ним йывӑрлӑхсӑр (ҫӑмӑлах мар пулӗ-ха та, анчах эпир, ахаль ҫынсем вӗсене курмастпӑр) казахла ҫырма май тупать. Чӑвашра кӑларать пулин те, чӑваш чӗлхипе ҫырса хума нимӗнле те май ҫитереймест. Мӗншӗн? Казахла ҫырмасӑр вӑл хӑйӗн таварне инҫетри Казахстанра сутаймасть. Саккунӗ унашкалли пур. Чӑвашла ҫырма вара нимӗнле саккун та хистемест…

Кирлӗ мар та кирлӗ мар теҫҫӗ-ха та, анчах ҫав таранах пирӗн чӗлхе каяш вырӑнӗнче-ши? Ман шутпа ҫук. Йӗркеллӗ ҫын (ӑсӗ пур пулсан) нимӗнле япалана та кирлӗ мар тесе кӑларса ывӑтмасть. Чӑваш калать — пурӑна пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлӗ пулӗ тет. Ӑслӑ каланӑ. Шел те паянхи чӑвашсем аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ пулин те ӑсӗ ӗлӗкхи чӑвашсен таран ҫитмест. Хӑйсен тӑван чӗлхине кирлӗ мар тесе пӗр шелсӗр кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Ку енчен эпир, хальхи чӑвашсем, малтанхиллех «тӗттӗм», «ҫутлӑха тухман».

Паллах, пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи — нимӗнле те каяш мар. Каяш мар вӑл, пуянлӑх. Каяш тенӗрен... Ӑслӑ ҫын каяшран та усӑ курма пултарать. Ак пирӗн ял ҫумӗнче «Юрма» агрохолдинг пур (маларах «Лапсарская» тата «Дружба» чӑх-чӗп хапрӑкӗсемччӗ). Вӗсен каяшӗ юнашар ялсене пи-и-итӗ йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Кӑнтӑртан ҫил вӗрнӗ чухне унти шӑршӑ Шупашкара та ҫитет, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем ҫав каяшран тахҫанах укҫа тума вӗренсе ҫитнӗ. Паха удобрени тӑваҫҫӗ, ӑна сутса укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. «Юрмӑн» ҫав каяша бетонланӑ лаптӑка пухас вырӑнне тахҫанах савут туса лартмалла ӗнтӗ. Вара шӑрши те пӗтӗччӗ, укҫи-тенки те пулӗччӗ (ку статьяна маларах ҫырма пуҫласаччӗ — паянхи куна илес пулсан «Юрма» ку тӗлӗшпе ӗҫлет теҫҫӗ, каяшран удобрени кӑларма хатӗрленеҫҫӗ имӗш).

Чӑваш чӗлхи пирки калас пулсан, ӑна пӗтерес вырӑнне пирӗн унпа укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме вӗренмелле. Чӗлхене каяш пек мар, пуянлӑх пек курма пӗлсе ҫитес пулать. Ахаль ҫынсен те, бизнесрисен те, патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансен те. Укҫа туса илмелли майсем вара туллиех. Пуҫпа шутлама кӑна пӗлмелле. Калӑпӑр, чӑвашла илемлӗ хайлавсем ҫырса кӗнекесем кӑларма пулать. Кӗнеке сутсан вара укҫа тухать. Мӗн? Тӳрех хирӗҫ каламалли пур-им? Вырӑсла, акӑлчанла, китайла та корейла та кӗнекесем сутӑнаҫҫӗ пулсан пирӗн чӗлхеллӗ кӗнекесем сутӑнмӗҫ тени пуш сӑмах кӑна. Шел те, паянхи пирӗн ҫыравҫӑсем интереслӗ кӗнеке ҫырма вӗренсе ҫитереймерӗҫ. Ӗлӗкхилле ҫырнисене вара, чӑн та, кам вулатӑр? Паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен хайлавсем кирлӗ. Тӗпчес пулать, сӑнас пулать. Тишкернӗ хыҫҫӑн семинар пухса калаҫса илес пулать. Тепӗр май каласан, чӑвашла кӗнеке вуламаҫҫӗ тенӗ чухне чӗлхи мар айӑплӑ — тивӗҫлӗ ҫыракансем ҫукки. Вӗсене ӳстерес пулать. Сӑмах май, чӗлхепе усӑ курса укҫа тумалли — ак сире тепӗр вырӑн. Кунта ӗнтӗ, шкул та, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗсем те (ытти халӑхсем тӳлевлӗ курс йӗркелесе ҫырма вӗрентеҫҫӗ пулсан пирӗн ма вӑл ӗҫлемелле мар?) ӗҫ вырӑнӗсем тума пултараҫҫӗ. Анчах пирӗн патшалӑх, Мускава куҫран пӑхма хӑнӑхнӑскер, шкулти ӗҫ вырӑнӗсене те ним шелсӗр пӗтерме ҫеҫ хастар.

Маларах бизнес пирки сӑмах хускатрӑмӑр, унта пирӗн тӑван чӗлхе тӗрлӗ сӑлтавсене пула хӑйӗн вырӑнне тупаймасть терӗмӗр. Анчах кунта та хирӗҫлеме сӑмах пур. Тӗрӗссипе бизнесра чӑваш чӗлхи валли вырӑн купипех. Никам йышӑнман ниша темелле ӑна. Пуҫа хыҫкаласа илме кӑна пӗлмелле. Чӑвашла укҫа конверчӗсем, открыткӑсем, пурнӑҫра кирлӗ ытти таварсем — кӑлар та кӑлар. Калӑпӑр, брусчатка кӑларса пӑх-ха — конкурентсем сан мӑй таран пулӗҫ. Чӑвашла япала кӑларнӑ чухне вара — никам та ҫуккипе пӗрех. Туянмаҫҫӗ тетӗр-и? Тӗпчес-сӑнас пулать те — халӑха кирлине тупма пулатех. Малтанлӑха, паллах, укҫи-тенкине ывҫи-ывҫипех пуҫтараймӑн, анчах чӑн-чан бизнес ҫыннишӗн темӗнле тупӑш та (пӗчӗк пулин те!) тупӑшах вӑл.

Майӗсене малалла темӗн чухлӗ тӑсса кайма пулать. Пӗтӗмлетсе каласан, хамӑрӑн та, патшалӑхӑн та чӗлхе ҫине «каяш» пек пӑхма пӑрахас пулать. Чӗлхепе ӗҫлеме хӑнӑхмалла, унпа усӑ курма.

 

2018,07,24–08,03.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Канаш, #аталану, #Юрма, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #шкулсем, #бизнес

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Михаил ВолковСун // 3293-4139
2018.08.09 23:39
мАТТУР! ахальтен МАР СӑНУ сОФОКЛ ЕВӗР.
петя // 2190.2.1841
2018.08.10 18:11
Батлер вал
2018.08.12 19:42
Чĕлхе пуянлăхне, эпĕ Акапасар мана çитермесен те пĕлетĕп, çавăнпа та художественнăй хайлавсем çыратăп. Çынна ку историлле факт тесе улталаса лармастăп. Украина историкĕсенчен вĕренетĕр пулас, аххăр
2018.08.13 10:17
Михаил Волковсун, палăк эпитафине мар, монумент çине)))
Халĕ кашни яла кĕнĕ çĕрте хĕрессем лартаççĕ. Эпĕ ăнланатăп, енчен те вĕсем çинче:Спаси и Сохрани тесе çырнă пулсассăн, анчах та акăш-макăш ту кса лартаççĕ, пĕр нимсĕр, ял çине хĕрес лартнăн. Тен, ял вилнĕ тенине палăртас теççĕ???
Тутарсем хăйсене мăсăльман теççĕ, анчах та мăсăльманн пу лма ураза тытмалла, намаз вуламалла. Çавăн йышшиех вырăсĕсем, чăвашĕсем хăйсене христианин тейиш пулаççĕ. Хăшĕ типĕ тытни пур, иплĕ калаçни, таса шухăшпа çÿрени? Кашни вырсарни кун чиркĕве çÿрени? Апла-тăк христианин мар, язычниксем. Çавăн пекех, мами-папи теме пĕлеççĕ те, эпĕ вырăс тесе чупаççĕ чăваш ачисем. Вырăссем мар, çапкаланчăксем. Иваны, не помнящие родства
Agabazar // 1907.15.3465
2018.08.13 11:30
Agabazar
Мăссăльман пулма ÿт кастарни те çителĕклĕ. Православилле пулас тесен — православилле тĕне кĕрес пулать таканара. Çавă çеç.
2018.08.13 16:11
Папи-мами теме пуçласан вырăса çаврăнма çителĕклĕ, çапла пырса тухать-и, Акапасар? Аван-и, тенипе чăваш пулса тараймастăн. Христианин е мăсăльман пуласси пирки сирĕн çырни çине çерçи пушатса хума та ĕлкĕрчĕ. Тĕн тенĕ ыйту çавнашкал çăмăл та ансат пулăм мар вăл, диссертацие интернетран çырса илесси мар.
Agabazar // 2494.60.2210
2018.08.15 09:58
Agabazar
Тĕрĕс, "Аван-и" тенипе чăваш пулма çук, чăваш пулас тесен "здрасте" теес пулать.
Срасте // 5257.6.3068
2018.10.02 20:34
Сратьсе Акапасар, сратьсе...
Dfcbkbq // 3520.15.5480
2018.10.03 10:48
Сăра ĕçтерр!!!
2018.10.03 16:29
Акапасар хăйĕн урапи çинче çав-çавах пырать. Ун йышшисене "хоть кол на голове чеши" темеççĕ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем