Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӗнекесен куравне йӗркеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.02.2012 14:49 | 1549 хут пӑхнӑ

Чӑваш Наци вулавӑшӗ ҫулсеренех ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнса Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» ятпа курав йӗркеленӗ. Курава 2010–мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ чӑвашла тата вырӑсла хайлавсене тӑратнӑ.

Конкурс 7 номинаципе иртет:

• «Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;

• «Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;

• «Чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки»;

• «Чи нумай вулакан вулавҫӑ»;

• «Кӗнекене вулаттарас енӗпе ирттерекен чи лайӑх мероприяти»;

• «Конкурс йӗркелесе ирттерес енӗпе чи лайӑх вулавӑш»;

• «Чи лайӑх реклама».

Калас пулать, ял ҫынни чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене тем пекех кӗтет. Ҫавна май 2010 ҫулта пичетленсе тухнӑ хайлавсен списокӗнчи Леонид Агаковӑн «Шанчӑк», Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте», Нелли Петровскаян «Ҫил-тӑманлӑ каҫ», Валентина Тараватӑн «Кӗтмен венчет», Николай Теветкелӗн «Пушӑ гильза», Сергей Павловӑн «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях» хайлавӗсене вулавҫӑсем черет тӑрсах вулаҫҫӗ. Кураври кӗнекесемпе уйрӑмах ачасем кӑмӑллӑ.

Лидия Саринен «Наян мулкач», Е. Светлаян «Яшлӑхпа ватлӑх», Л. Симоновӑн «Урама чӗнет хӗвел», Марина Карягинӑн «Кӑтра хӗвел ҫаврӑнӑш», Юхма Мишшин «Кашнине эп юрататӑп» кӗнекисем кӗҫеннисене илемӗпе, содержанийӗпе илӗртеҫҫӗ.

Вулавҫӑсен вулас туртӑмне татах та ӳстерес тӗллевпе вулавӑшра ҫитес кунсенче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» курав умӗнче калаҫусем, тишкерӳсем, тӗлпулусем, кӗнеке уявӗ, аслӑ классенче вӗренекенсемпе Валентина Тараватӑн «Кӗтмен венчет» кӗнекипе вулав конференци ирттерме, информаци бюллетенӗ тата буклет кӑларма палӑртнӑ.

Вулавӑшра пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.

#кӗнекесем, #куравсем, #Канаш районӗ, #Ҫӗнӗ Шелттем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем