Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Пенси реформине хирӗҫҫисене чӑрмантарса виҫӗ мӑшӑр ташша тухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.07.2018 18:52 | 1985 хут пӑхнӑ
Политика

Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗнче депутатсем пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӗлӗнмелле хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ ӑна. Оппозици партийӗсем шутланаканнисен пайташӗсем пенсие тухас ҫула ӳстерни халӑха хирӗҫле мера тесе чунтан каларӗҫ. «Пире халӑх суйланӑ, халӑх вара вӑл саккуна хирӗҫ», — ӳкӗтленӗ пек палӑртрӗ, сӑмахран, депутатсенчен пӗри. Ертсе пыракан парти шутланакан парти пайташӗсем йышлӑ та, федераци шайӗнче хатӗрленӗ саккун проектне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ырларӗ-ырларех.

Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти Республика тӳремӗнче митинг ирттерме палӑртнӑ. Хула администрацийӗнчен ирӗк илес тенӗ те унтисем «Литература варенийӗ» пулать тесе хирӗҫленӗ. Чапаев палӑкӗ умне пухӑнас тесен те ирӗк паман — унта та «Литература варенийӗ»-мӗн. Ҫапла вара ӗнер Чапаев палӑкӗ патне 50 ҫын, вӗсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем теҫҫӗ, пухӑннӑ. Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче вара виҫӗ мӑшӑр ташлакаласа ҫӳренӗ, унта 15-е яхӑн ҫын пухӑннӑ иккен.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем ӗнер ҫапах та халӑхпа тӗл пулнӑ-пулнах. Вӗсем Чапаев музейӗ патӗнчи мероприятие депутатсен суйлавҫӑсемпе тӗлпулӑвӗ евӗр йӗркеленӗ. Унта 400 ҫын таран пуҫтарӑннӑ.

#политика, #партисем, #депутатсем, #парламент, #саккунсем, #митингсем, #Шупашкар, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем