Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа тӑрӑхӗнче Чӑваш Енӗн чи пысӑк археологи палӑкӗ вырнаҫнӑ. Унта Совет саманинче ҫӗр чавнӑранпа шырав ӗҫӗсене тек пурнӑҫламан. Халӗ унта Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем тата волонтерсем шырав ӗҫне ҫӗнӗрен кӳлӗннӗ.
Вӗсем тӑпран кашни ывӑҫӗнче историн хаклӑ пайӗ упранма пултарать тесе асӑрханса та тимлесе ӗҫлеҫҫӗ. Каярах Хусанти тата Йошкар-Олари ӳркенмен хастарсене те ӗҫе явӑҫтарасшӑн.
Тӗпчев лапамӗ — 25 гектар. Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта 11-13 ӗмӗрсенче хула пулнӑ. ЧПГӐИн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Мясников унта «пура культурин» йӑхӗсем пурӑннӑ тесе шухӑшлать. 11-мӗш ӗмӗрте ҫавӑнта Атӑлҫи пӑлхарсем куҫса пынӑ. Тутар-монголсем тапӑнсан хула крепоҫе ҫаврӑннӑ.
Экспедин малтанхи кунӗнчех тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тупма май килнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем каярах вӗсене тӗплӗн тишкерӗҫ.