Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Егорова Казахстанра ылтӑн медальпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 26.06.2018 10:20 | 2133 хут пӑхнӑ
Персона

Астана хулинче Казахстан Республикин Президенчӗн администрацийӗ тата Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗ «Ұлы Дала» (Анлӑ уй-хир) ятпа виҫҫӗмӗш форум ирттернӗ.

Чӑваш Республикинчен унта Тюркологсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ, Турцири лингвистика пӗрлӗхӗн член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери болгароведени академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи наукисен тухтӑрӗ Николай Егоров хутшӑннӑ.

Форумра тюркологи ӑслӑлӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене уйрӑммӑн чысланӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне — Николай Егоров (Чӑваш Ен), Фирдаус Хисамитдинов (Пушкӑртстан), В. Томсен ячӗллӗ кӗмӗл медальне Олег Мудрак (Мускав) тата Чулун Сампилдондов (Монголи) тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк академийӗн ылтӑн медальне тӗрлӗ ҫулсенче казах поэчӗ Олжас Сулейманов, паллӑ тюрколог ӑсчах Дмитрий Насилов, Узбекистанри наукӑсен академийӗн академикӗ Ахмадали Аскаров, Азербайджанри наукӑсен наци академийӗн президенчӗ Акиф Ализаде, 2015 ҫулхи Нобель премийӗн лауреачӗ Азиз Санжар, Кемал Карпат историк-тюрколог, Америка историкӗ Эдвард Олуорт тата паллӑ ытти ӑсчах илнӗ.

#Пушкӑртстан, #астана, #Казахстан, #чӑвашлӑх, #тӗрӗк, #Казахстан, #форумсем, #ӑслӑлӑх, #Мускав, #Монголи, #Азербайджан, #Узбекистан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/3588.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăнчă // 5009.1.5944
2018.06.27 23:50
Çав Миккулай Йăванччă тĕппипех Казахстана ĕçлеме тухса кайсан шутсăр аван пулмалла та чăваш филологи науккишĕн, тем, каясшăнах мар пулмалла çав.
Базиль Кириллов // 4003.94.6015
2018.06.29 19:51
Шашлык ҫисе тухтӑра тухнӑ юлташа ҫак кунсенче Гуманитари институтӗнчен кӑларска янӑ.
Петр // 3011.28.9597
2018.06.30 19:59
Cаламлатпӑр Николай Ивановича тивӗҫлӗ ылтӑн медальпе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем