Кӑҫалтан 1992 тата 1993 ҫулсенче Таджикистанри вӑрҫӑ-харҫа хутшӑннисене ҫар ветеранӗсен йышне илнӗ. «Ветерансем ҫинчен» федераллӑ саккуна ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртнӗ. Ветеран пулни ҫинчен ӗнентерекен хута вӗсем Шалти ӗҫсен министерствинче, Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗнче тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче илме пултараҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илес тесен вӗсен ҫак хутпа Пенси фондне пымалла. Уйӑхсерен вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗсене 1 пин те 239 тенкӗ тӳлесе тӑраҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ҫак тӳлеве пысӑклатма палӑртнӑ. Укҫа вырӑнне социаллӑ пулӑшусемпе усӑ курма ирӗк пур — тухтӑр рецепчӗпе тӳлевсӗр эмелсем илме, санаторире сипленме, хулаҫум пуйӑсӗпе тӳлевсер ҫӳреме юрать. Паян Чӑваш Енре федераллӑ ҫӑмӑллӑхсемпе 13 пин ытла тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑ ветеранӗ усӑ курать.